Тяптушкин Владимир Юрьевич — Раҫҫейри театрпа кино актёрӗ. Раҫҫей патшалӑх академи Пӗчӗк театрӗн артисчӗ. Театрти паллӑрах ӗҫӗсем: «Йытӑ чӗри» спектакльти Шарик / Шариков, пӗр ятлӑ спектакльти Буратино, «Юр патши» спектакльти Кай, «Недоросль» спектакльти Митрофан. «Склифосовский», «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалсенче, «1941. Крылья над Берлином» фильмра вылянӑ.
Тяптушкин Владимир Юрьевич 1996 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ.
Пултарулӑх ҫулне вӑл тӑван Чӑваш Енре пуҫланӑ. Тӑххӑрмӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине театр кӑтартӑвӗсен режиссёрӗ пулма вӗренме кӗнӗ. Ҫамрӑк чухне И.С. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш халӑх театрӗнче вылянӑ. 2015 ҫулта «Кадриль» комедийӗнчи Звягинцев Николай ролӗшӗн кӑмӑл туртнипе вылякансен театрсен «Чӑн чӑваш» фестивалӗн лауреачӗн дипломне («Чи лайӑх дебют» номинацире) тивӗҫнӗ.
2019 ҫулта М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (Ольга тата Юрий Соломинсен курсӗ) вӗренсе пӗтернӗ. Студент чухнехи ӗҫӗсем: «Юрпике» спектакльти Лель тата А.Н. Островский ҫырнӑ «Тупӑшлӑ вырӑн» спектакльти Белогубов. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑнах ӑна Пӗчӗк театр труппине илнӗ.
2021 ҫултанпа кинора выляма пуҫланӑ. Пӗрремӗш ӗҫӗсен шутӗнче — «Склифосовский» сериалти Тараньков Алексей интерн тата «Контакт» сериалти барменӑн эпизодлӑ ролӗ.
Тяптушкин Владимир авланман. Вӑл хӑйӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗпе — Аслӑ Таяпа ялӗпе — ҫыхӑну тытать, Чӑваш Ене тӑванӗсем патне час-часах килсе ҫӳрет.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 